Индустри паркĕнче çĕнĕ производство хута кайрĕ

Шупашкарта индустри паркĕн резиденчĕн çĕнĕ произодстви хута кайрĕ. Вăл хула тата республика экономикине пĕлтерĕшлĕ витĕм кӳрĕ. «Çĕнĕ йышши технологисемпе инновациллĕ меслетпе вăй хуни предприятие саккассене хăвăрт та паха пурнăçлама май парĕ», – палăртрĕ Шупашкар хулин администрацийĕн пуçлăхĕ Денис Спирин. Предприяти пластмасс шăратас, тĕрлĕ хатĕре механика мелĕпе касса ĕçлеме юрăхлă тăвас, оборудованисем пуçтарса электромонтаж пурнăçлас енпе тăрăшать. Юлашки çулсенче саккасен шучĕ ӳснине пула ĕçченсем темиçе тапхăрпа вăй хунă. Пур тĕллеве те пурнăçа кĕрме производство лапамĕсем çитменни чăрмантарнă. Çĕнĕ корпусра пластмасс шăратас, гальваника тăвас енĕпе тăрăшĕç, çавăн пекех унта пăрăхсене лазер мелĕпе касакан хатĕре те вырнаçтарнă. «Эпир промышленноç тытăмне аталантарма пулăшма хатĕр», – палăртрĕ Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Денис Спирин çĕнĕ прозводствăпа паллашнă май.