Çулсене тасатмалла

Хаçатсене почта ещĕкне пăрахмаççĕ, хваттерте сивĕ, çуртра лифт ĕçлемест. Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕн çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх ыйтăвĕсемпе ĕçлекен çумĕ ирттернĕ тӳрĕ линие çак тата ытти ыйтупа шăнкăравларĕç те. Юр тасатмаççĕ — паян пурне те канăçсăрлантаракан ыйту. Тӳре лини хыççăнах хулари чăрмавлă объектсенче пирĕн пултарулăх ушкăнĕ те пулчĕ.