Халӑх фрончӗн хастарӗсем студентсем валли акци йӗркеленӗ

Ҫӗрпӳри аграрипе технологи техникумӗнче вӗренекенсем “Колос“ хуҫалӑхра пулса курчӗҫ. Кунта 1956-мӗш ҫултанпа выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетеҫҫӗ. 4 пин гектар ҫӗр ҫинче тыр-пул туса илеҫҫӗ. Выльӑх апачӗпе хуҫалӑх хӑйне туллин тивӗҫтерет. Чӗр тавара ытти регионсене те ӑсатаҫҫӗ. Паян предприятире 150-а яхӑн ҫын вӑй хурать.