Çамрăк профессионалсем тупăшĕç

Нарăс уйăхĕн 15-19-мĕшĕсенче «Çамрăк ăстасен» уçă чемпионатăн регионти ăмăртăвĕ иртет. Тĕрлĕ профессие алла илекенсем ятарлă лапамсенче хăйсен ăсталăхне кăтартĕç. Халĕ шăпах хатĕрленӳ ĕçĕсем пыраççĕ. Вĕсем вĕрентӳ министерствин лапамĕсенче иртĕç. Студентсемпе шкул ачисен пултарулăхне Елизавета Цветкова хакларĕ. Хĕрлĕ, симĕс, сарă тĕслĕ коктейль тăвас тесен мĕн хушмалла? Тутлă шĕвек илемлĕрех курăнтăр тесен мĕнле çырла хумалла? Ку вăрттăнлăхсене шкул ачисем пĕр-пĕр барменран та лайăх пĕлеççĕ. 9-меш класра вĕренекен Марина Егорова пулас профессие суйласа илнĕ те ĕнтĕ. МАРИНА ЕГОРОВА: «Çак конкурсра мана вĕрентекен хутшăнма сĕнчĕ. Кунта