“Пӗтӗм Раҫҫейри утмалли кун - 2024“ акцие Чӑваш Ен те хастар хутшӑнчӗ

Регионти хӑвӑрт утассипе ӑсталӑхне туптакан ачасемпе ҫамрӑксене хальхинче Элӗк ҫӗрӗ хапӑл пулчӗ. Ку тӑрӑхри Мӑн Вылӑ ялӗнче ҫуралса ӳснӗ пӗртӑван Семёновсем республикӑри ҫӑмӑл атлетика аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑ. Черетлӗ ӑмӑртура вара хастарсем хӑвӑрт утассипе тӗнче класлӑ Раҫҫей спорт мастерӗ Анатолий Филиппов парнисемшӗн тупӑшрӗҫ.