Патӑрьел тӑрӑхӗнче “Селет-Батыр“ вӗренӳ центрӗ ӑнӑҫлӑ ӗҫлет

Ача сахаллине пула ялсем шкулсӑр юлни - пуриншӗн те йывӑр ыйту. Патӑрьел тӑрӑхӗнчи Ксыл-Чишмана та пырса кӗнӗ ҫак нуша. Округ пуҫлӑхӗпе ҫак ялтан тухнӑ пуҫаруллӑ, укҫа-тенкӗллӗ ҫынсем лӑпкӑ юлма пултарайманран кунта хулари пек чаплӑ Ҫамрӑксен центрӗ ӳссе ларнӑ.