Çутăпа тивĕçтерĕç

Таврана каç сĕмĕ çапсан урамсенче çутă çутасси пирки калас пулсан, аякка кайма кирлĕ мар. Ку – Шупашкар хулинчи «Байконур» микрорайонта пурăнакансене канăçсăрлантаракан чăрмавлă ыйту. Тĕпрен илсен, çак ĕç-пуç çурт-йĕр хăпартма пуçланăранпах пăшăрхантарать кунта пурăнакансене. Тинех лав вырăнтан тапранчĕ. «Байконур» микрорайонта пурăнакансен чăрмавĕ – çутă çукки. Тимлĕн сăнаса пăхсан темиçе çурт çине ятарлă датчикпе вырнаçтарнă лампочкăсем мĕскĕннĕн – «чĕпĕ куçĕ пек» çутнине курма пулать-ха, анчах та çак пĕчĕк пахалăхлă çутăшăн пурăнакансем хăйсем укçа тӳлени кулянтарать. Валентина Васильева кунта 2016-мĕш çултанпа пурăнать. Урамра çутă çитменни унăн сывлăхне сиен кӳнĕ, нумаях пулмасть вăл тĕттĕмре ӳксе аллине сиктернĕ. ВАЛЕНТИНА ВАСИЛЬЕВА: «Тĕттĕмре ӳксе урана сиктернĕ. Çутă питĕ кирлĕ. Каçпа çӳреме çулĕсем те начартарах. Питĕ кĕтетпĕр». Çынсене çутăпа тивĕçтермеллех. Кунта пурăнакансем тĕллевлĕн талпăнса урамсенче çутă пуласса тинех кĕтсе илĕç. НИКОЛАЙ НИКОЛАЕВ: «Çутăпа питĕ япăх. Стена çинче ларакан лампочкăсем çулла çутаймаççĕ. Урăххисем çук çул тăршшĕпе. Юпа çине лартнă лампочкăсене кунта çутатаканнисем çук». Шупашкарти ҫурт-йӗр фончӗн управленийӗ «Байконур» микрорайонта пурăнакансен ыйтăвне «Чӑваш Республикин территорийӗнче хальхи хула хутлӑхне йӗркелесси» программа шайĕнче пăхса тухрĕ. «Проектор» пĕрлешӳ сметăна çирĕплетнĕ, «ВолгаРемСтрой» организаци çитес вăхăтра ку тăрăхри урамсене çутăпа тивĕçтерес ĕçе пуçăнĕ. Ăна валли 300 000 тенкĕ пăхса хунă. Тĕрĕслев хыççăн ĕçе пуçăнмалла. АНДРЕЙ ШЕСТАКОВ: «Çав вăхăтранах çак ыйту питĕ çивĕч ыйту вăл микрорайон «Байконурта». Çавна шута илсе 2019-мĕш çултан пуçласа Шупашкар хула бюджетĕнчен самаях укçа тенкĕ уйăрма пуçланă. Микрорайонта урамри çутă ыйтăвне татса парас тесе 2020-мĕш çулта ятарлă проект хатĕрленĕ. Паянхи кун тĕлне аукцион ирттернĕ. Тулли мар яваплă общество «ВолгаРемСтрой» организаци аукциона выляса илнĕ. Бюджет тухăçлăхĕ 6 %-па танлашрĕ. Ĕçĕсене 1-мĕш октябрь тĕлне пурнăçламалла». Кăçалхи хура кĕркунне çак микрорайон çыннисемшĕн асра юлĕ. Вĕсене вунă çула яхăн кĕтнĕ хыççăн çутăпа тивĕçтерĕç. “Çутă малашне пулассинче иккĕленӳ пулмалла мар“, – тесе çирĕплетеççĕ ку ĕç-пуçа уçăмлатакансем.