Иртнине птмлетр, малашнехи тллевсене палртр

«Çеçпĕл», Электромеханика завочĕ, ВНИИР тата ытти пĕрлешӳсем кăçал продукци калăпăшне ӳстернĕ, Çĕмĕрлери автофургон кăларакан заводпа «Август» фирма вара чакарнă. Промышленноç, ял-хуçалăх тата ытти тытăмсем кăçал еплерех аталанса пынине паян Правительство çуртĕнче Михаил Игнатьев ирттернĕ канашлура пĕлтерчĕç. 9 уйăхри ĕç-хĕлпе экономика, промышленноçпа суту-илӳ министрĕн çумĕ Инна Антонова паллаштарчĕ.