Хĕл Мучи

Канмалли кунсенче Шупашкарти Андриян Николаев ячĕллĕ ача-пача паркĕнче тата тĕп хулари суту-илӳ çуртĕнче халăх нихçанхинчен те ытларах пулчĕ. Ма тесен унта та, кунта та Аслă Устюгра пурăнакан Раççейри тĕп Хĕл Мучийĕ çитнĕ.