Мускавра чăваш ӳнерĕн куравĕ уçăлчĕ

Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине халалланă ĕçсем хамăр республикăра кăна мар, ытти тăрăхсенче те пуçланчĕç. Мускавра, тĕнчипе паллă Третьяков галерийинче чăваш ӳнер музейĕнчи чаплă ĕçсен куравĕ уçăлчĕ. Унта пирĕн пултарулăх ушкăнĕ те пулса курчĕ.