Инкекрен çăлса хăварнă

«Çăла ан сур, шывне хăвах ĕçĕн» теççĕ халăхра. Чăнах та, шыв пĕлтерĕшне пирĕн мăн асаттесем аванах ăнланнă. Ĕлĕк-авал çуркунне çитсен улăхсенчи çăлкуçсене тасатнă. Техĕмлĕ шыва ĕçсе сăйланнă. Халĕ вара лару-тăру урăхларах. Ялти çăлсене тасатмаççĕ хăшĕ-пĕрисем. Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Уплер ялĕнче пурăнакансем пирки капла калама пĕр сăлтав та çук. Вĕсем ялти çăлкуçа иккĕмĕш пурнăç парнеленĕ. «Тахçан Уплерте вунна яхăн çăлкуç пулнă. Халĕ пĕри кăна», – хурланса сăмах пуçарчĕ çак ялта пурăнакан Николай Петров. «Ачаранпах ăна ас тăватăп. Пĕрре мар кунтан шыв ăснă. Иксĕлми вăй-хăват парса тăнăн туйăнать вăл мана» палăртать çиччĕмĕш теçеткере пыракан Николай Петрович. «Çăлкуç тавралăхне пăхса тăма тăрăшаттăм, анчах та пĕччен вăй-хăват çитеймест» палăртать вăл. НИКОЛАЙ ПЕТРОВ: «Свет та пĕтет, насос çунса каять-и, пашньăра шыв пулмасть. Пĕтĕм халăх кунта утать. Шыв япăх юхать. Кашни валли тивĕçмест. Пĕр кун тăмалаччĕ. Тасатма тĕллев лартса халăх валли пултăр тесе шутларăмăр». Çăлкуç пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине иртнĕ çул