Кинофестиваль спектакльпе уçăлче

Шупашкарти пĕтĕм тĕнчери 14-мĕш кинофестиваль «Онегин» спектакльпе уçăлчĕ. Ку хайлав культурăри тĕрле ене пĕрлештерет: унта драма ăсталăхĕпе кĕвĕ те, кино та. Кино уявне уçнă çĕре Раççейри паллă артистсемпе пĕрлех Алексей Айги композитор тата вăл ертсе пыракан 4:33 ушкăн хутшăнчĕ.