Вренпе культура центр пулса тр

Сад пахчи, утар, оранжерея, шыв арманӗ - ҫак илем йӑлтах Куславкка ҫӗрӗ ҫинчи пӗр хуҫалӑхра пулнӑ. Халӗ мар, 19-мӗш ӗмӗрте, Николай Лобачевскин усадьбинче. Паллӑ математик пурӑннӑ ҫурта тӗпрен ҫӗнетеҫҫӗ. Малашне ҫак федераци пӗлтерӗшлӗ культура еткерӗн палӑкӗ шутланакан музей ҫумӗнче хӑтлӑлатнӑ кӳлӗ те пулӗ, кедр ращинче ачасем йӗкелрен йывӑҫ ҫитӗнтерме вӗренӗҫ.